Акан 17-18-мӗшӗсенче «Мир» телеканал «Хранители рун» тата «Ҫулҫӳревсем» ятлӑ телекуравсем йӗркелеме палӑртнӑ. Курас тесен эсир ӑна ҫав кун http://mirtv.ru адреспа пӑхайратӑр. «Раҫҫей пӑлхарӗсем» ятлӑ фильмсен пухӑвне Владимир Путин тытса пыракан «Вырӑс географи ӑсчахӗсен ушкӑнӗ» хатӗрленӗ. Операторсем пӗлтӗр Чӑваш Енре иккӗ килсе кайнӑччӗ — авӑнра тата раштавра. Палӑрӑмлӑ пуҫарӑва республика элтеперӗ Михаил Игнатьев, халӑхӑмӑр паллӑ ӑсчахӗсем, аластисем, халӑх юррипе ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Палӑртнӑ тӑрӑх Раҫей халӑхне хальхи чӑвашсем авалхи йӑла-йӗркисене тирпейлӗн сыхласа аталантарма тӑрӑшнине кӑтартмалла. Тӑван енӗн сыхланса юлнӑ ҫутҫанталӑкӗ, авалтан пыракан йӗрки, ҫухалман алӑсталӑхӗ ҫак проектра чи паллӑ вырӑн йышӑнмалла тет.
Комсомольски районӗнчи «Каҫал» фольклор ушкӑнӗ чӑваш туйӗн илемлӗхӗпе паллаштарнӑ. Фильм авторӗ Елена Заднепровская хӑй туйӑмӗсене пытараймасӑр «эпӗ нихӑҫан та ниҫта та ҫакӑн пек илемлӗ туй ӳкерменччӗ», — тесе каланӑ.
ЧР Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин «Упири ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан шкулне» йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитрӗ. Ҫав ятпа пушӑн 23-мӗшӗнче кунта савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.
Шкула уяв сӑнӗ ҫапнӑ. Кунти акт залне палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне хӑнасем, педагогсем, вӗренекенсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем пухӑнчӗҫ. Асӑннӑ коллектива иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхранпе Б.Ф. Соколов ертсе пырать. Борис Федорович ҫак тапхӑрта утса тухнӑ шкул кун-ҫулӗпе кӗскен паллаштарчӗ.
Ку евӗр шкул республикӑра пӗрре. Упири ятарлӑ шкула 1998 ҫулта реконструкцилеме тытӑннӑ. Строительсен чыслӑ ӗҫне пула 2002 ҫулхи ҫуркунне тӗлне ҫак ӗҫе вӗҫленӗ, ҫав ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче кунта пӗрремӗш вӗренекенсене йышӑннӑ.
Вунӑ ҫул хушшинче кунтан хӑйсен ҫамрӑк пурнӑҫӗнче тӗрӗс ҫултан пӑрӑннӑ 146 ача вӗренсе тухнӑ, вӗсенчен 46-шӗ — тӑлӑхсем. Паян кунта тӗрлӗ йышши айӑп тунӑ 14–16 ҫулсенчи вунтӑхӑр ача пӗлӳпе воспитани илет. Вӗсем — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар, Канашпа Улатӑр хулисенчен, Шупашкарпа Патӑрьел районӗсенчен.
Ӗнер Ҫатра-Лапсар шкулӗ 100 ҫул тултарнине хаваслӑн уявларӗҫ. Тӑван шкула ҫак ҫурхи кун вӗренсе тухнисем, вӗсене пӗлӳ панӑ учительсем тата ытти хӑнасем пухӑнчӗҫ. Ҫатра-Лапсар шкулӗнче пӗлӳ пухса чапа тухнисем те сахал мар пулчӗҫ: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Фёдорова Любовь Владимировна, темиҫе кӗнеке авторӗ, ӳнер музейӗнче вӑй хуракан Иванов-Орков Геннадий Николаевич, режиссёр, чӑвашсен пӗрремӗш нумай ярӑмлӑ «Кӗпер» фильмне лартакан Трифонов Леонид Павлович, тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗ Иванова Марина Владимировна тата ыттисем. Чыслав пайне ирттернӗ спорт пӳлӗмӗ, пӗчӗкех мар пулин те, пурне те вырнаҫтараймарӗ те — ларма-тӑма вырӑн ҫукччӗ.
Уяв чаплӑ иртрӗ — шкул ачисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ, ятарласа килнӗ ушкӑнсем юрри-ташшисемпе савӑнтарчӗҫ. Нумай-нумай ҫынна хисеп хучӗпе, тав хучӗпе чысларӗҫ. Паллах, шкул кун-ҫулӗ ҫинчен каласа пама та манмарӗҫ — ӗлӗкхи пирки те, паянхи пирки те.
Уява килнисем час саланмарӗҫ — концертпа чыслав пайӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗрле вӗреннисем пӗр-пӗринпе пуҫтарӑннишӗн савӑнчӗҫ, хӑйсем пирки каласа пачӗҫ.
Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне халалласа стройпа юрӑ смотрӗ иртрӗ.
Каласа хӑварас пулать — ку мероприятие Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче кашни ҫулах ирттереҫҫӗ, ҫулран ҫул ачасем хӑйсене лайӑхрах та лайӑхрах кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Тумӗсене те хӑйсемех хатӗрлеҫҫӗ — кам кӑна ҫук пулӗ вӗсен хушшинче. Маряк та, ахаль салтак та, тата ытти хӗсмет тумлисем те.
Ачасем кӑҫал та стройпа юрӑ смотрне тӗплӗ хатӗрленни, хӑйсене ыттисенчен лайӑхрах кӑтартма тӑрӑшни сисӗнчӗ. Паллах, класс ертӳҫисем пулашнисӗр пулман ӗнтӗ.
Хаклавҫӑсем пӗтӗмлетнӗ май ҫак классем вырӑнсем йышӑнчӗҫ:
1–4 классем хушшинче:
• 1-мӗш вырӑн: 1-мӗшпе 4-мӗш классен ушкӑнӗ;
• 2-мӗш вырӑн: 2-мӗшпе 3-мӗш классен ушкӑнӗ.
5–9 классем хушшиче:
• 1-мӗш вырӑн: 9-мӗшсем;
• 2-мӗш вырӑн: 8-мӗшсем;
• 3-мӗш вырӑн: 7-мӗшсем.
Чи маттур командир ятне кӑҫал 2-мӗш класра ӑс пухакан Гена Петров тивӗҫрӗ.
Сӑнсем (73)
Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗччен вӑхӑт пӗр уйӑхран та сахалрах юлчӗ. Ӑна ирттернӗ чухне кӑҫал ҫӗнӗлӗхсем те сахал мар. Вӗсем ҫинчен журналистсене Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветков пресс-конференцире каласа пачӗ.
Кӑҫал пӗрремӗш хут патшалӑх ертӳҫине 6 ҫуллӑха суйлатпӑр. Сасӑлав уҫӑмлӑхӗпе те ытти чухнехинчен уйрӑлса тӑрӗ вӑл. Суйлав участокӗсенче видеосӑнав хатӗрӗсем выранаҫтарӗҫ. Ҫапла майпа пушӑн 4-мӗшӗнче сасӑлав мӗнле пынине тӳрремӗнех тӗнче тетелӗнче пӑхма май килӗ. 17 ҫӗрте кӑна (вӗсем больницӑсемпе следствии изоляторӗсем) камерӑсем пулмӗҫ. Халӗ сӑнав хатӗрӗсене вырнаҫтарма пуҫланӑ. Сасӑлава уҫамлӑрах тӑвакан тепӗр меслет вӑл — витӗр курӑнакан урнасем. Вӗсене Шупашкарти пур участока та лартӗҫ. Суйлав бюллетенӗсене шутлакан комплекссене хальхинче Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Шупашкар районӗнчи 7 участокра вырнаҫтарӗҫ.
Пушӑн 4-мӗшӗнче мӗнле те пулин сӑлтава пула хӑвӑрӑн участока пыраймасан урӑх ҫӗрте сасӑлама юрать.
Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче урамра шартлама сивӗ пулин те Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулав центрне халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Кунта Петӗр Хусанкай паллӑ сӑвӑҫӑмӑр ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа тӗлпулу каҫӗ йӗркеленӗ. Вулавӑшӗн хӑтлӑ пӳлӗмне Чӑваш Республикин сумлӑ ҫыннисене — Вера Кузьмина Чӑваш халӑх артисткине, Юрий Сементерпе Порфирий Афанасьев Чӑваш халӑх поэчӗсене, Светлана Асамат юрӑҫ-композитора — тата тӗрлӗ вӗрентӳ заведенийӗсенче вӑй хуракан доцентсемпе учительсене, шкул ачисене пӗр ҫӗре пуҫтараканӗ тата уява ертсе пыраканӗ вара — асӑннӑ вулавӑшӑн ӗҫченӗ А.А. Сосаева.
Тӗлпулу П.Хусанкая астӑвакансен асаилӗвӗсенчен пуҫланчӗ. Унтан уява Вӗрентӳ институчӗн доценчӗ Н.Г. Иванова ертсе пынипе килнӗ тӗрлӗ шкулсен вӗрентекенӗсем Петӗр Хусанкай пултарулӑхне шкулта вӗрентес меслетсемпе паллаштарчӗҫ, слайд-презентацисем ирттерчӗҫ.
«Тӑван чӗлхене лайӑх пӗлни тепӗр чӗлхене вӗренме, унӑн уйрӑмлӑхӗсене тӗплӗнрех ӑнланма, ҫавна май ытларах пӗлӳ туянма пулӑшать» — тенӗ М.Я. Сироткин.
Ҫак сӑмахсене тӗпе хурса, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Салапайкасси шкулӗнче вӗренекенсем Раҫҫей шайӗнче ирттерекен черетлӗ «Чӗвӗлти чӗкеҫ — 2012» ӑмӑртӑва хутшӑнма шут тытрӗҫ. Унта пурӗ 2-8 классенчи 42 ача тупӑшрӗ. Вӗсем хӑйсене чи ҫепӗҫҫи, чи хастарри, чи сӑпаййи, тӑван чӗлхепе тӑван халӑх культурине чи тарӑн пӗлекенни ята илессипе ӑмӑртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне илес тесе вӗсен 1 сехет те 15 минут хушшинче 30 ыйту ҫине хурав памалла пулчӗ. Ку ӗҫ пултаруллӑ та тимлӗ пулма хистерӗ вӗсене. Мӗн чухлӗ кивелнӗ, халиччен илтмен сӑмахсемпе паллашрӗҫ унта ачасем! Хӑшӗсене пӗлеймерӗҫ те пулас, ӑмӑрту хыҫҫӑн тӳрех шкул вулавӑшне ҫул тытрӗҫ. Лайӑхрахах пӗлесшӗн иккен тӑван чӗлхене салапайсем!
Шансах тӑратпӑр, тӑрӑшуллисем ҫӗнтереҫҫех!
Шупашкар районӗнчи культура учрежденийӗсенче Мария Савенкова ҫамрӑк художницӑн «Фотоӳнер» техникипе пурнӑҫланӑ картинӑсен куравӗ ӗҫлет. Хӑйне евӗрлӗ ҫак курава Чӑваш Республикинчи художниксен пӗрлешӗвӗ тата Культура министерствин Культура программисен дирекцийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Художницӑн куравӗ чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхин поэзи сӑнарӗсемпе пӗр килет. Поэтӑн сӑввисен фотоколлажне те тӑратнӑ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене район пуҫлӑхӗ Ҫӗнӗ Ҫул умӗн парне турӗ — ҫӗр сертификачӗсемпе тивӗҫтерчӗ. Пурӗ 22 ҫемье.
Сертификатсене Виктор Михайлов хӑй алла тыттарчӗ — пурне те ҫӗнӗ ҫулта ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма, пурнӑҫлама пуҫланӑ ӗҫе ӑнӑҫуллӑ вӗҫлеме, кил-йышра — ырлӑхпа килӗшӳлӗх сунчӗ.
Ҫӗр сертификачӗсене нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫурт лартма тата тӗрлӗ ҫимӗҫ акса ҫитӗнтерме параҫҫӗ. Шупашкар районӗ пушӑ ҫӗрсемпе пуян маррине шута илсен ку парне ҫак ҫемьесемшӗн чӑн та питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Ҫамрӑк тухтӑрсем яла ӗҫлеме каясшӑн. Хальлӗхе 60 ытла ҫын «Земски тухтӑр» программӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ Патӑрьел, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Йӗпреҫ тата Етӗрне районӗсенче ӗҫлесшӗн. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, анчах ҫӗршывӑн ытти тӑрӑхӗсенче вӑй хуракан ҫамрӑк тухтӑрсем те тӑван ене ӗҫлеме таврӑнасса пӗлтернӗ. Яла кайма вӗсене патшалӑх 1 миллион тенкӗ парса пулӑшни хавхалантарать. Шанӑҫа ҫамрӑк ӑстасен 5 ҫул ӗҫлесе тӳрре кӑлармалла. Укҫана ҫурт-йӗр тума е туянма тата ытти ыйтусене татса пама усӑ курма юрать. Раҫҫейре программа 2012-мӗш ҫултан ӗҫлеме пуҫлать. Унта 35 ҫула ҫитмен аслӑ пӗлӳллӗ медицина ӗҫченӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫапла майпа патшалӑх ҫамрӑксене яла илӗртес тӗллевлӗ. Паянхи кун республикӑри ялсенчи сывлӑх учрежденийӗсене тухтӑрсем 19 процент таран ҫитмеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.